Год семьи
Год экологической культуры и бережного природопользования
555-летие г.Чебоксары
Уполномоченный по правам ребенка в Чувашской Республике
Школьное питание
Министерство образования Российской Федерации
Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики
Психолого-педагогические классы
Российское образование Федеральный портал
Федерального центра информационно-образовательных ресурсов
Прокуратура информирует
ПРОТИВОДЕЙСТВИЕ КОРРУПЦИИ
79-я годовщина Победы в Великой Отечественной войне
Национальный проект «Образование» Национальный проект «Образование»
Цвети, моя Чувашия
Каникулы в БезОпасности
ЗИМНИЙ ОТДЫХ
Лето - 2024
Безопасное окно
Профилактика пожаров
Сообщи, где торгуют смертью
Дистанционное обучение
Сетевой Город. Образование
Приём в первый класс
Прием в 10 класс
Проектория
Профилактика гриппа, коронавируса и ОРВИ Профилактика гриппа, коронавируса и ОРВИ
Государственная итоговая аттестация
Моя дорога - Мой выбор!
ОРКСЭ и ОДНКНР
Благоустройство территории
PRO-Здоровье
Всероссийская олимпиада школьников
Месячник "Оборонно-массовой и спортивной работы"
Оценка качества образования
Сурский и Казанский оборонительные рубежи
Чӑвашлӑх тĕнчи
Бессмертный полк
Навигатор дополнительного образования детей
Другое дело
ПРОГРАММА ВОСПИТАНИЯ СОШ 50
Уроки мужества
Пушкинская карта
Школьный театр
Школьный музей
ВПР
Школьное СМИ
Капитальный ремонт 2022-2023
Разговоры о важном
Школьный спортивный клуб ПОЛТИННИК
Билет в будущее
Министерство образования Чувашской Республики
Наставничество
Навигаторы детства
Новогодняя школа 2025

Чӑвашлӑх тĕнчи



Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музейра

Аслă Вĕрентекен ячĕ – халăхра» ятлă конкурс

Мухтавлă ентешсене халалланă конкрс


Семинар иртрĕ

Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тăван чĕлхене
вĕрентес, аталантарас тата упраса хăварас тĕллевпе тĕнче шайĕнче семинар
ирттерчĕ. Семинара кĕретсĕр майпа хастар ĕçлекн вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Шкулти вĕренÿ программине тăван чĕлхепе тата культурăпа çыхăннă предмет
сехечĕсене Федерацин Патшалăх вĕренÿ стандартне пăханса кĕртмелли
çинчен калаçрĕç, çĕнĕ технологисемпе мелсем çинчен сÿтсе яврĕç. Семинар
пуриншĕн те усăллă иртрĕ.



Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейра
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 9-мӗш класра вӗренекенсем (ертӳҫи Павлова М.М.) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейра пулса курчӗҫ. Кунта ачасем кӑвӑр чӗреллӗ поэтӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ. Экскурсовод музейри экспонатсемпе паллаштарчӗ, Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене вуласа пӑчӗ. Уйрӑмах вӗренекенсене Ҫеҫпӗл ҫырӑвӗсем кӑсӑклантарчӗҫ. Музейра пурне те килӗшрӗ.
#Сош50Чеб #ШколыгородаЧ
IMG-4225 IMG-4226 IMG-4227 IMG-4228


И.Я. Яковлев калавӗсем

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Григорьева О.В. 1-мӗш класс ачисемпе урокра И.Я. Яковлев пурнӑҫӗпе  ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калаҫу ирттерчӗ. Урокра ачасем тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравларӗҫ. Кам вӑл И.Я. Яковлев? Ӑҫта пурӑннӑ? Мӗншӗн чӑваш халӑхӗ Иван Яковлева асра тытать? Чӑваш чӗлхи кунне хӑҫан ирттерни те ачасене кӑсӑклантарчӗ. Вӗсем Иван Яковлевӑн калавӗсене тишкерсе ӳкерчӗксем хатӗрлӗрӗҫ. Урок тухӑҫлӑ иртрӗ. 

image image




Чăваш çĕр-шывне пĕлетĕн-и?


Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Павлова М.М. 8-мĕш класс ачисемпе  ушкăнсем çине пайланса «Чăваш çĕр-шывне пĕлетĕн-и?» ятлă  мероприяти ирттерчĕ.  Чăваш чунлă хастарсем  Тăван çĕр-шыв, Чăваш Республики, чăваш халăхĕ, чĕлхипе культури çинчен мĕн пĕлнине аса илсе çирĕплетрĕç. Ушкăнсене пайлани кашни ачанах ĕçе явăçтарчĕ.  Уява Иван Яковлевăн  «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук» сăмахĕсемпе вĕçлерĕç.



attachment-2022-04-20-T090246-554 attachment-2022-04-20-T090420-309 attachment-2022-04-20-T090449-767 attachment-2022-04-20-T090513-156




Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ


Кашни çулах ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак уяв Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунĕпе тÿр килет. Чăваш просветителĕн пархатарлă ĕçĕсене асра тытса  аслă классенче вĕренекенсем  Иван Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕн паллă пулăмĕсем çинчен стена хаçачĕ кăларчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем çуркунне çинчен ÿкерчĕксен выставки йĕркелерĕç.  Ачасен ĕçĕсемпе пурте кăмăллă пулчĕç.


IMG-4927 IMG-4928 IMG-4929 IMG-4931 IMG-4933 IMG-4934 IMG-4935





Вĕçен кайăксем – пирĕн ачалăх тусĕсем

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 7в класра Павлова М.М. уçă урок ирттерчĕ. Урок «Вĕçен кайăксем – пирĕн ачалăх тусĕсем» темăпа иртрĕ. Ачасем вĕçен кайăксем çинчен дидактика ĕçĕсемпе усă курса туллин каласа пачĕç. Вĕрентекен ачасемпе ырă кăмăлпа ĕçлении палăрса тăчĕ.

1618934251350 Exif-JPEG-420 Exif-JPEG-420



Шкул библиотекинче

 4д класс ачисемпе шкул библиотекинче" Иван Яковлевич Яковлев - вĕрентекен " урок викторина иртрĕ. Ачасем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. И.Я.Яковлев кам пулнă? Вăл ăçта пурăннă? Мĕншĕн чăваш халăхĕ И.Я.Яковлева асра тытать ? Халал сăмахĕ пире мĕнле пулма вĕрентет? Ачасем тĕрĕс хурав пама тăрăшрĕç, çĕннине те нумай пĕлчĕç. И.Я.Яковлев калавĕсене илемлĕ вуласа савăнтарчĕç.

123 111



И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕсемпе паллашрăмăр.

      Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 2- мĕш класс вĕренекенĕсемпе И.Я. Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕсемпе  паллашрăмăр. Иван Яковлевич Яковлев - вĕрентекен. Вăл Чĕмпĕрте пурăннă. Унта чăваш шкулне уçнă. И.Я. Яковлев чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ. Ачасене çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ. Вĕсем валли калавсем çырнă.
И.Я.Яковлев - чăваш халăхне çутта кăларакан çын. Иван Яковлевич чăвашсене вĕрентнĕ, вĕсемшĕн нумай ĕçленĕ. Эпир ăна яланах асра тытатпăр. 
И.Я.Яковлев калавĕсене 2 - мĕш класс вĕренекенĕсемпе   вуласа тишкертĕмĕр. Калавсем патне ачасем илемлĕ ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç.

11



Чĕвелти чĕкеç" вăйă-конкурс

Чăваш чĕлхи эрнинче эпир "Чĕвелти чĕкеç" вăйă-конкурса хутшăнакансене те саламларăмăр. Ку  конкурс ачасене питĕ килĕшет. Ыйту хуравĕсене вĕсем ашшĕ-амăшĕсемпе ,асламăшĕсемпе пĕрле кĕнекесенче, словарьсенче шыраççĕ. Ребуссем вулама вĕренеççĕ. Пирĕн шкулт   2б класс ачисем тепĕр çул та "Чĕвелти чĕкеç" вăйă-конкурса хаваспах хутшăнма кăмăл пурри çинчен пĕлтерчĕç.

1



Уçă урок иртрĕ

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 7В класра Павлова М.М. уçă урок ирттерчĕ. Урок «Вĕçен кайăксем – пирĕн туссем» темăпа иртрĕ. Ачасем вĕçен кайăксем çинчен дидактика ĕçĕсемпе усă курса туллин каласа пачĕç. Вĕрентекен ачасемпе ырă кăмăлпа ĕçлени палăрса тăчĕ.

attachment-2021-04-23-T162706-830



Этнографи музейĕнче

6-мĕш В класс вĕренекенĕсем (ертÿçи Алексеева М. В.) ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче 60-мĕш шкулта вырнаçнă этнографи музейĕнче пулса курчĕç, чăваш халăх пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ. Экскурси ачасене усăллă пулни куçкĕретех:

attachment-95 attachment-96 attachment-97 attachment-98



Савăнăçлă концерт иртрĕ.

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче чăваш чĕлхи эрнинче концерт иртрĕ. Концертра илемлĕ юрăсем шăранчĕç, вĕренекенсем сăвăсем вуларĕç. Куракансем артистсене кăмăлпа йышăнчĕç.

IMG-20210422-123720 IMG-20210422-124947 IMG-20210422-125554 IMG-20210422-125655 IMG-20210422-130609-1



Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе?

Тӑван чĕлхе… Мĕн-ши вӑл тӑван чĕлхе? Ман шутпа, тӑван чĕлхе вӑл атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, эпĕ çуралнӑ çуралманах калаçа пуçланӑ чӑваш чĕлхи. Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Атте-анне чĕлхи мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑçĕ – шӑпи çинчен аса илтерсех тӑрать, хамӑр пуласлӑх пирки шухӑшлаттарать. Чӑваш чӗлхине ачасем юратса вӗренеҫҫӗ. Паян вӗсем чӑваш эрнине халаласа кроссвордсем ӱкерчӗҫ.




Чăваш Енĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ

Тĕнчери кашни çĕршывăн хăйĕн гербĕ, ялавĕ, гимнĕ. Чӑваш республикин те хӑйӗн гербĕ, гимнĕ, ялавĕ. Паян 3-мӗша класс ачисем вӗсен пĕлтерĕшĕпе паллашрӗҫ. Вĕсем - чăваш халăх историйĕн, несĕлĕсен йăли-йĕркин, малашлăха ăнтăлакан çутă ĕмĕтсен палли. Чăваш Енĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ - пĕр тăрăхра пурăнакан çынсене пĕтĕçтерекен символсем- терӗҫ ачасем.

IMG-2351 IMG-2350

 

Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхи эрнинче 5-9 классенче вĕренекенсем  И.Я. Яковлев   Ҫĕнĕ  чăваш алфавитне тунăпранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала  çырнăранпа  100  çул  çитнине палăртса стена хаçачĕ кăларчĕç.


attachment-100

Решаем вместе
Есть предложения по организации учебного процесса или знаете, как сделать школу лучше?